Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑмӑршӑ районӗ

Республикӑра
vestivrn.ru сайтри сӑн
vestivrn.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре телерадиовещание вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Ку хӑш-пӗр ялсене пырса тивет.

Ҫак тапхӑрта телекурав тата радио чӑрмавсемпе ӗҫлеме пултарӗ. Акан 20-мӗшӗнче (01:00–10:00 сехетсенче) Шупашкара, Ҫӗрпӳ хулине тата Йӗпреҫ поселокне пырса тивӗ ку. Акан 21-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Улатӑр округӗнчи Первомайски поселокӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемӗ. Акан 22-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Тӑвайра чарӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче чӑрмавсем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_271428
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнчи Федоровсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 55 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.

Ҫамрӑксем каҫхи шкулта паллашнӑ: Алевтина Петровна унта математика предметне вӗрентнӗ. Аграри университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Правда» колхозра трактористра тата комбайнерта ӗҫлекен Федор Михайлович вара унта вӗренме пынӑ. Вӑл районти общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ: комсомол организацийӗн секретарӗ, райкомра инструктор пулнӑ.

Алевтина Петровна Палтиелте ҫуралнӑ. Педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан шкулта математика предметне вӗрентнӗ.

Федоровсем 2 хӗр ҫуратса ӳстернӗ: Мария тата Вероника. Халӗ вӗсем 3 мӑнук, 1 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 63 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех арҫын ҫине пырса кӗнӗ.

«Киа Рио» водителӗ ҫул варрипе машинӑна хирӗҫ утса пыракан арҫынна таптанӑ. Лешӗ ӳсӗр пулнӑ.

Шар курнин пуҫ мими чӗтреннӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27941
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиелте пурӑнакан Зейтуна Буданова 95 ҫулта, вӑл халӗ те сӑвӑсем ҫырать.

Шӑпи унӑн ҫӑмӑл пулман: ҫулталӑкра чухне вӑл тӑлӑха юлнӑ, ҫавӑнпа асламӑшӗпе ҫитӗннӗ. Зейтуна Феттахутдиновна колхозра 47 ҫул ӗҫленӗ. Качча кайсан мӑшӑрӗпе 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ унӑн — 19 мӑнук, 30 кӗҫӗн мӑнук, 5 кӗҫӗн мӑнук. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Кинемей халӗ сӑвӑ ҫырать, юрлама кӑмӑллать. Хальччен вӑл 178 юрӑ ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17356
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канашлу вӑхӑтӗнче ҫынна тапӑннӑшӑн Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин судра явап тытнӑ.

Аса илтеретпӗр: 2025 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ округӗнче сунар сезонне уҫассипе ҫыхӑннӑ канашлура Сергей Галкин 70-ти сунарҫа тапӑннӑ, киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ. Ҫапла сӑмах ҫине сӑмах – алӑсем те хута кайнӑ, пуҫлӑх сунарҫа ҫапнӑ. Суд вӑл унӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.

Приговорпа килӗшӳллӗн, Сергей Галкинӑн 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫавӑн пекех суд сунарҫӑн граждан тавӑҫне те тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра пурӑнакан Яковлевсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ. Михаил Павловичпа Клавдия Митрофановна пӗр-пӗрне мӗн ачаран паллаҫҫӗ: кӳршӗре пурӑннӑ, пӗрле выляса ӳснӗ.

Михаил Павлович тивӗҫлӗ канӑва тухиччен механизаторта ӗҫленӗ, Клавдия Митрофановна вара — колхозра, культура ҫуртӗнче. Халӗ те ахаль лармасть, вӑл — волонтер, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли ку таранччен 40 мӑшӑр нуски ҫыхнӑ.

Яковлевсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 10 мӑнукӗпе, 4 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗ ҫитес уйӑхра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Николай Сергеевӑн юбилей каҫне ирттерет. Мероприяти нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эрнекун, 18 сехетре, пуҫланӗ.

Николай Сергеев 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑранпах чӑваш театрӗнче ӗҫлет.

Юбилее халалланӑ каҫ А.Н. Островскийӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юлашки парӑм» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн арӗ Флор Федулыч сӑнарне калӑплать.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ялти культура ҫурчӗсене – 2,25 млн, чи лайӑх 11 ӗҫченне преми евӗр хавхалантарма 825 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пулӑшӑва 18 округ тивӗҫӗ. Чи пысӑк гранта Вӑрнар округне уйӑрса парӗҫ – пӗтӗмпе 375 пин тенкӗ. Йӗпреҫ, Комсомольски округӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫӗҫ. Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ округӗсене 225-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Баскак ялӗнче пушар пулнӑ. Инкекре 1 ҫулти хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушар 42 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫуртӗнче тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл картишре ӗҫленӗ, упӑшкипе аслӑ ачисем вара килте пулман. Пӳртре 1 ҫулти хӗрача пӗччен юлнӑ. Ҫулӑм тухнине курсан амӑшӗ хӗрне ҫӑлма чупса кӗнӗ, ӑна урама йӑтса тухнӑ. Вӗсене тухтӑрсем пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, пӗчӗк хӗрача паян сывлама пӑрахнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-203338643_5971
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Экономика наукисен докторӗн, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗн, Раҫҫейӗн аслӑ професси вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн Валентина Пчелкина докуменчӗсене тата сӑнӳкерчӗкӗсене архива панӑ. Вӗсене Патшалӑхӑн истори архивне профессорӑн хӗрӗ, Елена Пчелкина архивист парнеленӗ.

Валентина Викторовна (1936-2024) Шӑмӑршӑ районӗнчи Андреевка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчи физикӑпа математика факультетӗнче, Горькинчи парти шкулӗнче, Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Горькинчи патшалӑх университетӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ.

Физикӑпа математика учителӗнче, колхозри партком секретарӗнче, райком секретарӗнче, ЧПУра ӗҫленӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 39
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 06

1966
60
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2004
22
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ